Шупашкарти Туберкулезпа кӗрешекен диспансер ковид-госпиталь режимӗнчен тухать. Кун пирки паян оперативлӑ штаб ларӑвӗнче сывлӑх сыхлавӗн министрӗн пӗрремӗш ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Алексей Кизилов пӗлтернӗ.
Паянтан пуҫласа диспансера кӑшӑлвируспа чирлекенсене йышӑнмаҫҫӗ. Икӗ эрне хушшинче пульницӑна ахаль чухнехи режима куҫарӗҫ. Сӑмах май, кунта 95 ковид-койка пулнӑ.
Хулан 2-мӗш пульницинче, Хӗрлӗ Чутай, Улатӑр, Канаш районӗсен пульницисенче те кӑшӑлвирусран сипленекенсен йышӗ чакса пырать.
Хальхи вӑхӑтра республикӑра 1286 ковид-койка пур, вӗсенчен 293-шӗ пушӑ.
Ӗнер И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн Культура керменӗнче «Ҫулталӑк ҫемйи» республика шайӗнчи конкурс ҫӗнтерӳҫисене чыслама пухӑнчӗҫ. Унта регион ертӳҫи Олег Николаев, унӑн мӑшӑрӗ Наталья Николаева тата ыттисем пырса ҫитрӗҫ. Наталья Николаева та сӑмах каларӗ, сцена ҫине вӑл Чӑваш Енри хӗрарӑмсен канашӗн ертӳҫи пулнӑ май тухрӗ.
Кӑҫал «Ҫулталӑк ҫемйи» ята Шупашкарти Шиловсем тивӗҫрӗҫ. Алексей тата Наталья пӗрлешнӗренпе — 21 ҫул. Вӗсем 6 ача ӳстереҫҫӗ.
«Социаллӑ яваплӑ ҫемье» диплома Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Богатеевсене чысларӗҫ, «Спорт ҫемйи» — Ҫӗрпӳ районӗнчи Солодёновсем, «Туслӑ ҫемйи» — Канаш районӗнчи Петровсем, «Пултаруллӑ ҫемье» — Шупашкарти Черновсем, «Ӗҫчен ҫемье» — Улатӑр районӗнчи Лысовсем.
Куславкка районӗнчи Васильевсене Пӗтӗм Раҫейри конкурсра «Ҫемье — йӑла-йӗрке управҫи» номинацире палӑртнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Хыҫалкас Энтрияль ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ аварире ҫынсем аманнӑ. Вӗсене пульницӑна илсе кайнӑ. Шел те, пӗрин пурнӑҫне ҫӑлма май килмен.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Тойота» машинӑри 21 ҫулти водитель ҫул ҫинче ларакан «Нендай» ҫине пырса кӗрсе транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та йывӑр тиевлӗ машина ҫине пырса тӑрӑннӑ. «Тойота» водительне, унти пассажирсене - 23-ри хӗре тата 17 ҫулти хӗрпе каччӑна – пульницӑна илсе кайнӑ. 17-ри хӗрӗн пурнӑҫне ҫӑлайман.
Йӗрке хуралҫисем кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Канаш районӗнчи 45 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл ашшӗне вӗлерме пултарнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Следстви комитечӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Вӑрӑмпуҫ ялӗнче пурӑнакан арҫын 71 ҫулти ашшӗне килте ҫӗҫӗпе темиҫе хутчен чикнӗ. Ватӑскер сурансене пула вилнӗ. Палӑртмалла: вӗсем пӗрле пурӑннӑ.
Ывӑлне тытса чарнӑ. Ҫитес вӑхӑтра ӑна следстви вӑхӑтӗнче хупса усрас ыйтӑва татса парӗҫ.
Канаш районӗнчи Мӑкӑр кӗперӗ Раҫҫей халӑхӗсен культура еткерлӗхӗн объекчӗ пулма пултарать. Кун пирки регионти Культура министерстви пӗлтерет.
Историпе культура экспертизин патшалӑх актне обществӑна сӳтсе явма кӑларса тӑратнӑ. Ӑна ҫӗршыври халӑхсен истори тата культура палӑкӗсен патшалӑх реестрне кӗртесшӗн.
Сӑмах май, Мӑкӑр кӗперне 100 ытла ҫул каялла тунӑ. Вӑл Мускава Хусанпа ҫыхӑнтарнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче вара стратеги пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Халӗ ку вырӑна туристсем юратаҫҫӗ, унта сӑн ӳкерӗнеҫҫӗ.
Паян Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши палӑкӗ умне чечек хунӑ. Аса илтерер: Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа паян 122 ҫул ҫитнӗ.
Савӑнӑҫлӑ митинга пултарулӑх интеллигенцийӗ пухӑннӑ. Хӑйсен ентешне асра тытнине палӑртса канашсем те ҫитнӗ. Митинга Канаш районӗнчи Ҫеҫпӗл ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Яков Сергеев тата Районта Тӗп клуб тытӑмӗн директорӗ Ольга Микушина ертсе пыракан делегаци килсе ҫитнӗ.
Митинга пухӑннисем Ҫеҫпӗл Мишшин вилӗмсӗрлӗхне палӑртса сӑмах каланӑ, ҫамрӑк поэт хӑйӗн кӗске ӗмӗрӗнче чӑваш поэзийӗн классики пулса тӑма тивӗҫ сӑвӑсем ҫырса хӑварма пултарнине палӑртса хӑварнӑ.
Канаш районӗнчи Чакаҫри «Ромашка» (чӑв. Утмӑлтурат) ача пахчине хупса хунӑ. Яланлӑха мар та, анчах вӑл 3 уйӑх ӗҫлемӗ.
Асӑннӑ ача пахчине Роспотребнадзорӑн специалисчӗсем тӗрӗслевпе пынӑ. Ҫавӑн чухне вӗсем шыв пӑрӑхӗнчи шывра микробсем йышлине тупса палӑртнӑ. Апат-ҫимӗҫ пӗҫерме тата кашӑк-тирӗк ҫума усӑ куракан шывра микроб виҫи 50-ран иртмелле мар иккен, Чакаҫра вара вӑл цифра 69-па танлашнӑ. Ун пек шыв санитари нормине тивӗҫтермест.
Кӑлтӑка шута илсе Роспотребнадзор специалисчӗсем суда ҫитнӗ. Суд ача пахчине 90 талӑклӑха хупса хума йышӑннӑ.
Чӑваш Енре усӑ курман ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗрсем сахалланса пыраҫҫӗ. Кун пирки республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн ушкӑнӗсенче пӗлтернӗ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑ тӗле илсен, усӑ курман ҫӗрсен лаптӑкӗ 28 пин гектар пулнӑ, кӑҫал вӗсенчен 10 пин гектарне пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртнӗ.
Канаш, Комсомольски Красноармейски Шӑмӑршӑ тата Елчӗк районӗсенче усӑ курман ҫӗрсем ҫук.
Усӑ курман ҫӗрсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртес плана пурнӑҫланӑ районсен шутӗнче — Улатӑр, Патӑрьел, Куславкка, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Шупашкар, Етӗрне тата Тӑвай.
Чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче полицие машина вӑрласа тарни пирки хыпар килнӗ. Ку Канаш районӗнчи Вӑтакас Кипеч ялӗнче пулнӑ.
Ӳсӗр арҫын лавккана эрех илме кайма тӑнӑ. Хайхискер машинӑпа каясшӑн пулнӑ. Тӑванӗсем ӳкӗтлесен те итлемен. Унтан тӑван мар хӗрӗнчен машина уҫҫине вӑйпах илнӗ те лавккана вӗҫтернӗ. Хӗрарӑм ун чухне амӑшӗ патне хӑнана килнӗ пулнӑ.
Кӗҫех ҪҪХПИ тапратса тарнӑ машинӑна ял хӗрринче тупнӑ. 39 ҫулти ӳсӗр арҫынна полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Паян, чӳк уйӑхн 1-мӗшӗнче, Канаш районӗнче ҫул ҫинчи инкекре виҫӗ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Пӑтӑрмах ирхи 5 сехет те 20 минутра «Аниш» — Вӑтакас Татмӑш — Пукӑртан — Ҫӗнӗ Шуртан ҫулӑн 4-мӗш километрӗнче пулса иртнӗ.
«Алмера» автомобиль водитель ҫул айккине тухса кайса кювета чӑмнӑ. Инкекре машина водителӗ (35 ҫулти арҫын), салонта пулнӑ икӗ пассажир васкавлӑ пулӑшу пырса ҫитичченех вилсе кайнӑ.
Пӑтӑрмах сӑлтавне тӗпчевҫӗсем палӑртӗҫ.
Инкек пирки патшалӑхӑн автоинспекцйӗн Инстаграмри страницинчи хыпара вуланисем машина ытла хӑвӑрт кайнӑ пуль тесе тӗшмӗртеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |